Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.
Чӗре... Мӗнле халь йӑпатас-ха?
Вӑл ӗсӗклет-ҫке кӑкӑрта.
Мӗнле тӳсес, мӗнле чӑтас-ха?
Хуйхӑ ӑшра чул пек выртать.
Кӳрентерни асран каймасӑр,
Тӑрать, ак, ҫил пек вӑшкӑртса.
Пыра пӑвать вӑл... Чӑтаймасӑр
Ӑшра йӗрет хӗр кӑшкӑрса.
Вӑрман итлет, тӑрать вал тӑппӑн,
Сикмеҫ хӗвелӗн урисем.
Аран сӑмах кӑларчӗҫ шӑппӑн
Чечекӗн шурнӑ тутисем:
«Ман пӳлӗхӗм! Ултав, ултав...
Каллех ман ӗмӗтӗм тӑлланчӗ.
Ах, чун ытла та суранланчӗ.
Виҫмесӗр ӗненни — калта:
Паян вӑл ҫыртрӗ. Йӑлӑнатӑп,
Ыйтатӑп чӑтӑм-тӳсӗм пар.
Эп пӗр сана анчах шанатӑп.
Итлетӗн-ши эс, Пихампар?»
Йӗрет хӗр. Учӗ йӑпатасшӑн
Ун патӗнче ҫӳрет, ҫӳрет...
Вара пырса ӑна йӑвашшӑн
Тутипеле кӑшт тӗрткелет.
Лӑп каҫ яр уҫӑ; ҫил тӳлеккӗн
Хускатрӗ нӳрлӗ сывлӑша
Тавра пусарӑнчӗ шӑй-шай.
Хӗвел ури анса сӗвӗккӗн, —
Ырса сӗнк кайнӑ чӑтлӑхра, —
Ҫутатаймасӑр сапаланчӗ.
Так-так таккарӗ те тӑхран,
Каҫа кура канма лӑпланчӗ.
Хӗвел хӗп-хӗрлӗ; ерипен
Вӑрман хыҫне анса пач путрӗ
Ҫӗн уйӑх унӑн йӗррипе
Вӑтаннӑ пек вӑраххӑн утрӗ.
Ҫӳрет, теҫ, тӗрӗслӗх ҫурран,
Утать-мӗн атӑсӑр — ҫарран.
Пулман-ши унӑн ҫулӗ такӑр,
Е тӑсӑлать-ши кукӑр-макӑр,
Кам вӑл килессине кӗтмен?
Нихҫан вӑл вӑхӑтра ҫитмен.
Ултавӗ ҫӳремест-мӗн утсӑр,
Вӑл тумлӑскер, вӑл чаплӑ шутсӑр,
Тӑвать пурне те уншӑн мул,
Таҫта кайсан та такӑр ҫул.
Ан чӗн, ан кӗт: хӑех шырать,
Хӑех, кӗтмесӗрех, пырать.
...Пуҫланчӗ ҫил; вӑл харкашать —
Хура вӑрман тӑрри чӳхенчӗ.
Те чирлӗ тимлӗх арпашать:
Чечек пит ӗнтӗркет — ҫӳҫенчӗ.
Вӗри куҫҫуль юхать; ун витӗр
Тӗтреллӗн курӑнать тӗнче...
Асапланни вӑл — юратни-тӗр:
Ҫын тарҫӑ унӑн умӗнче.
Хускалнӑ хурлӑхпа чӗре,
Салхулланать ытла асаплӑ.
Ах, тарӑн касӑлнӑ ҫӗре
Ут илтерме лартаймӑн саплӑк.